Пирӗн республикӑра, ҫав шутра Трак тӑрӑхӗнче те И.Я. Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре сума суса тата Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ туса чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулта та чӑваш чӗлхи эрни ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх символики кунне, Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 90 ҫул, Красноармейски (Трак ен) йӗркеленнӗренпе 75 ҫул, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Чӑваш чӗлхи эрнинче И.Я. Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре халалласа урок презентацисем иртрӗҫ. Кунсӑр пуҫне шкулта илемлӗ вулакансен конкурсне, сӑвӑ ҫыракансен тупӑшӑвне, ҫемье гербне ӳкерес енӗпе ӑста ачасен пултарулӑх конкурсне, чӑвашсен паллӑ поэтессипе Раиса Сарпипе тӗл пулу йӗркеленӗ.
Эрне чӑваш сӑмахлӑхне, юрри-ташшине тата сӑвви-кӗввине юратакан ачасен пултарулӑх уявӗ-концерчӗпе вӗҫленчӗ.
Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа 18 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем. И.Я. Яковлевич ҫуралнӑ ялӗ те ҫак кунсенче хӑйӗн патӗнче чылай хӑна йышӑнать.
Чи кирли — алӑ усса ларманни. Чӑваш чӗлхи темӗнле пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ пулин те ӗҫлесен лару-тӑру лайӑхланатех. Ҫавӑнпа та ытти ҫынсем пулӑшасса кӗтмесӗр ӗҫлӗр, тапӑҫланӑр — усси пулатех, сирӗн ӗҫе пысӑк хак параҫҫех. Чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ пирки пӗрре те иккеленмелле мар — Хусанкай калашле «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать! Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫулталӑкра пӗр кун кӑна ан пултӑрччӗ, пирӗн аслӑ, ҫепӗҫ те илемлӗ чӗлхе кашни кун пире савӑнтартӑрччӗ, кашни кун янратӑрччӗ — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр!
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ умӗн «ҫавра сӗтел» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна «Чӑваш чӗлхи кунӗ: малашлӑхпа ҫӗнӗлӗх» ят панӑ. Кун йӗркине 3 пая уйӑрнӑ. «Чӗлхемӗрпе ӑс-хакӑлӑн паянхи ҫутлӑхӗ» пайра Чӑваш Енре тӗпленнӗ халӑх пултарулӑхне, пуҫарулӑхне, унӑн ӑс-тӑн, культура шайне тӑван чӗлхепе пуянлатассине сӳтсе явма палӑртнӑ. Иккӗмӗшӗнче «Чӗлхесем ҫинчен калакан» саккунпа килӗшӳллӗн 2012 ҫулчченхи программӑпа ӗҫлессине, чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарӗ, пысӑк калӑпӑшлӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗпе» «Чӑвашла-вырӑсла словарьне», лексикӑн электрон тулли версине хатӗрлессине пӑхса тухма тӗв тытнӑ. Виҫҫӗмӗш пая чӗлхемӗрӗн тӗрлӗ ыйтӑвне ҫутатса тата тишкерсе 2009 ҫулта институт пичетленӗ кӗнекесемпе паллаштарассине кӗртнӗ.
Чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ларусем тавлашуллӑ та шавлӑ иртеҫҫӗ. Кашни ӑсчах хӑйӗн шухӑшне ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Ҫавна асра тытсах ЧР Вӗрентӳ институчӗн кафедрин ертӳҫи Ю.
Паян, малтанхи ытти ҫулсенчи пекех, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче халӑх митинга пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ — чӑваш чӗлхи кунӗ тата И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ.
Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствисенчен, Шупшкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи чӑваш филологи факультечӗсенчен, Чӑваш наци конгресӗнчен салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха «Шуҫӑм» ансамбль тата шкулсенчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, сӑвӑ вуласа пачӗҫ.
Пӗлтӗр ку вӑхӑтра наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑччӗ — халӑх пухӑнӑвӗнче ытларах ун пирки калаҫатчӗҫ, кӑҫӑл вара ҫитес халӑх ҫырӑвӗ пирки пуплерӗҫ — пурне те чӑваш ятпа ҫырӑнма чӗнсе каларӗҫ, «сӑвар», «анатри» халӑхсене палӑртсан пӑтрану ҫеҫ кӗртӗҫ тесе пӗлтерчӗҫ. Ачисене, мӑнукӗсене чӑваш ятпа ҫыртарма вӑтанма хушмарӗҫ. Пухӑва килнӗ ачасене вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене чӑваш ятпа ҫыртарма ыйтӑр (14 ҫула ҫитиччен ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑлӗ-ҫке) терӗҫ.
Мана ку пухӑва чӑвашла пӗлменнисем те килни савӑнтарчӗ — сӑмах калакансене ӑнланас тесе ушкӑнпа вырӑсла куҫарса тӑчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Библи чӑвашла пичетленсе тухнӑ ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ пурне те чунтан саламлать. «Тӑван сӑмах пире тӑванпа ҫыхать: чӗррисемпе, кайнисемпе, ӳлӗмхисемпе. Ҫыхӑну татӑлсан — тӗнче тӗнӗлтен тухать».
Йывӑр та кӑткӑс куҫару ӗҫне институт ӗҫченӗсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. А.А.Тимофеев (Ыхра), Ю.В.Яковлев ячӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче ӗнер иртнӗ савӑнӑҫлӑ Пухура пӗрре кӑна мар асӑннӑ, Г.А.Дегтяревпа Г.Ф.Юмарта Шупашкар тата Чӑваш Ен Митрополитечӗн Варнава архиерейӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Хӗрлӗ питлӗ хулӑн Кӗнекери ҫӗн сывлӑш илнӗ чӑваш чӗлхи тӑван халӑха та, тӗпчевҫӗсене те малашнехи пурнӑҫӑмӑрта вӑй-хӑват кӳрсе тӑтӑрччӗ.
Акан 24-мӗшӗнче, Яковлев Иван Яковлевич ҫуралнӑ кун, чӑвашра Чӑваш чӗлхи кунне палӑртаҫҫӗ. Акан 19-мӗшнчен пуҫласа эрне тӑршшӗпех — чӑваш чӗлхи эрни иртет.
Кӑҫал ҫак мероприятисене ирттерме палӑртнӑ:
● Нарӑс, 4 — «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс. 22 пин ытла ача хутшӑннӑ.
● Нарӑс, 6 — регионсем хушшинчи чӑваш чӗлхи олимпиади. 160 шкул ачи хутшӑннӑ.
● Ака, 1 — «Чӑваш Республикин район тӗпӗсенчи тата хулисенчи шкул ачисем чӑваш пӗлни» ҫавра сӗтел иртнӗ. 30 вӗрентӳҫӗ пулнӑ.
● Ака, 10 — «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ. 86 вӗренекен хутшӑннӑ.
● Ака, 19 — Чӑваш чӗлхи эрнине уҫни. И.Я.Яковлева халалланӑ «Букварьтен илемлӗ литература таран» республика ӑмӑртӑвне ирттернӗ. I тура 159 ача хутшӑннӑ.
● Ака, 20 — Вӗрентекенсем хушшинче «Тӑван чӗлхен хисепне ӳстерме тата ӑна вӗрентме усӑ курмалли ҫӗнӗ меслетсем» семинар ирттернӗ.
● Ака, 21 — ЧПУ-ра 10-11 класра вӗренекен шкул ачисем университет преподавателӗсемпе тӗл пулнӑ.
Ҫапла, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшпе 11-мӗшӗ хушшинче, Атӑлӑн леш енче (йӑлӑмра) «Хавал» ҫуллахи лагерь ӗҫлӗ. Ӑна «Хавал» ятлӑ хастар ушкӑн йӗркелет, вӗсене «Ӑнӑҫу чӗлхи» ятлӑ ют чӗлхесен шкулӗ пулӑшать.
Ҫак лагере йӗркелекенсем ӑна кашни ҫул пухасшӑн, ӑна ирттересси йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ. Хавалҫӑсен шухӑшӗпе чӑвашла калаҫакансем хушшинче вӑхӑт ирттерни чӗлхене вӗренме пулӑшать. Унсӑр пуҫне ку меслетпе усӑ курса халӑх йӑли-йӗркисемпе, унӑн историйӗпе, культурипе паллашма пулӗ теҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑш, кӑвайт патӗнчи калаҫу — ҫакӑ пӗтӗмпех чӑваш чӗлхине ӑша хывма, чӗлхе аталанӑвӗн ҫулне тупма, тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пулӑшатех тесе шутлаҫҫӗ.
«Хавал-2010» лагерь программинче:
◊ чӑваш чӗлхи урокӗсем (чӑвашла пӗлменнисем е япӑхрах пӗлекенсем валли). Опытлӑ педагогсем вӗрентӗҫ.
◊ тематикӑллӑ лекцисемпе семинарсем. Чӑваш культури епле аталанмалла, хӑш ҫулпа каймалла? Ҫӗнӗ чӑваш хула культури мӗнле пулмалла? Аталантарма мӗн ҫитмест? Хуравсем тупма ятарласа чӗннӗ экспертсем те пулӑшӗҫ.
◊ алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗ.
Паян ирхине ман Чӑваш Республикин ҫурт-йӗр тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министерствине кӗрсе тухма тӳр килчӗ. Сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ — Кадыков урамӗн 21-мӗш ҫуртӗнче пурӑннӑран обществӑллӑ транспорт патне ҫитме Кадыковпа Бауман урамӗсен тӑваткалӗ урлӑ иртме тивет. Кунта вара ҫул каҫма питӗ кансӗр — светофор ҫукран машинсем унталла-кунталла вӗҫтереҫҫӗ кӑна. Ӗнер каҫхи ҫапла шутларӑм-шутларӑм та министр ҫумӗ пулса ӗҫлекен Якур Иванччӑ пӗлӗш патне кӗрсе тухас терӗм — тен ҫак вырӑнта светофор лартас ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Калаҫу ҫӑмӑлрах ирттӗр тесе ҫуттине те илтӗм — унсӑр хӑнана ҫӳремеҫҫӗ-ҫке.
Шел те Якур Иванччӑ ман ыйтӑва татса параймарӗ. Министрерствӑра ман ыйтусӑр та ӗҫ нумай иккен — Шупашкарта метро ҫук пулин те обществӑллӑ транспорчӗ пайтах — хӑлтӑр-халтӑр автобусӗсем, троллейбусӗсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр-пӗрин хыҫҫӑн умлӑн-хыҫлӑн хула урамӗсем тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Вӗсенче те хӑрушсӑрлӑха ӳстермелле иккен — ҫавӑнпа Якур Иванччӑ ман алла тытса саламларӗ те тӳрех темле канашлӑва юхтарчӗ. Эп вара «Салам!» — теме ҫеҫ ӗлкӗртӗм. Министерство коридорӗнче ҫынсем кӑткӑ йӑвинчи пек хӗвӗшнине курсан ман ыйту мӗн тери пӗчӗк пулнине туйса илтӗм те каялла ҫул тытрӑм.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9:00 сехетре Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1-мӗш корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире иртет.
Ҫак кунах пултарулӑх конкурсӗ иртет. Театр ӗҫӗпе специализациленес текенсем, эстрада тата халӑх юрри, хореографи ӑсталӑхне алла илес текенсем пултарулӑх конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Абитуриентсен пултарулӑх конкурсӗнче сӑвӑ е юптару каламалла, юрӑ юрласа памалла, ташласа кӑтратмалла, пӗр-пӗр ситуацине выляса кӑтартма пӗлмелле (этюд) — хӑвӑрӑн пултарулӑха пур енлӗн кӑтартмалла.
Пулас абитуриентсем хӑйсен музыка инструменчӗсемпе, диск-кассетӑсемпе, костюмсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен Шупашкарти 10-мӗш шкулта пӗр хастар ҫынсен ушкӑнӗ 1-мӗш класс ачисене тарӑннӑн чӑвашла вӗрентме тытӑнасшӑн. Ку ӗҫре вӗсене Вӗрентӳ министерствипе Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ пулӑшса пырӗ. Тӗллевсем пысӑк — пуҫламӑш шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене малалла та чӑвашлах вӗрентесшӗн. Чӑвашла класа пӗр ҫул кӑна мар, ытти ҫулсенче те пухасшӑн, ӗҫ ӑнсан — ӑна Шупашкарти ытти шкулсене те сарасшӑн. Ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тата шкул хушшинче ӑнланмалӑх ан сиксе тухтӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине йӗркелеме палӑртнӑ.
Паллах, кунашкал пуҫару ҫӑмӑллӑн хускалмӗ, ҫаванпа та вӗсене пулӑшни те кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал пулӑшу кӗтеҫҫӗ:
● ачисене чӑвашла вӗрентме хатӗр ашшӗ-амӑшӗсене шырамалла. Проект пуҫаруҫисен ӗнентернӗ тӑрӑх, пуҫламӑш классенче чӑвашла вӗрентни математикӑпа тата вырӑс чӗлхине ӑса хывма чӑрмантармӗ. Каярах ачасене тарӑннӑн акӑлчан чӗлхине те вӗрентӗҫ, компьютерпа усӑ курма та малтанхи ҫулсенчех хӑнӑхтарӗҫ.
● ку шкулта чӑвашла пӗлекен музыка вӗрентекенӗ ҫук. Ҫавӑнпа та ахаль чухне тӳлекен укҫапа ҫылӑхакан вӗрентевҫӗне шыраҫҫӗ.
● ку пуҫару пирки МИХсене пӗлтерекенни, тӗрлӗ хаҫат-журналсемпе ӗҫлекенни кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.